Чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ, чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене тӗпчекенӗ тата хатӗрлекенӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Николай Эриванов паян 75 ҫул тултарчӗ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ.
Николай Эриванов Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ. Мускаври Чӑваш халӑх хорӗн концертмейстерӗ-баянистӗнче, Комсомольскинчи ача-пӑча музыка шкулӗн директорӗнче, Чӑваш Республикин халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче фольклор енӗпе методистра ӗҫленӗ. 1970 ҫултанпа вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти химиксен Культура керменӗ ҫумӗнчи «Сӑрнай» халӑх фольклор ансамбльне ертсе пырать. Вӑл 110 ытла юрӑ кӗвӗленӗ. 40 ытла юрӑ, хор, инструментпа каламалли хайлавсем Чӑваш радио фондӗнче упранаҫҫӗ.
Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене паянхи кун тӗлне 110 пин гектар ҫапса тӗшӗленӗ. Ку вӑл мӗнпур лаптӑкран 47 процента ҫӗннине пӗлтерет. Елчӗк районӗнче 83,8 процента ҫитнӗ; Шӑмӑршӑра — 63,2%; Вӑрнарта — 55,6%, Патӑрьелте — 55,3%; Комсомольскинче — 54,3%; Канашра — 54,3%; Красноармейскинпе Хӗрлӗ Чутайӗнче — 53,9%. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 19,2 центнер тухать. Вырмана вӗҫленӗ хуҫалӑхсем те пур. Ун пеккисем республикипе — тӑххӑррӑн. Ҫурринчен иртнисем вара — 146-ӑн.
Республикӑн ял хуҫалӑх министерстви талӑксерен миҫешер гектар вырса пынине тата хирте миҫе комбайн ӗҫленине те сӑнаса пырать. Малтанхи кӑтартӑва илсен, кунсерен 17,5-шар пин гектар ҫинче вырса тӗшӗлеҫҫӗ. 774 комбайнран хирте 711-шӗ ӗҫлет. Пурте хире тухайманни вӗсем ваннипе ҫыхӑннӑ. Кашни комбайн вӑтамран талӑксерен 24,6 гектар ҫӗнет иккен. Ҫапах та ку кӑтарту Ҫӗмӗрле районӗнче калама ҫук пӗчӗк — пурӗ те 9 гектар.
Кашнинех тесе юсама палӑртнӑ ҫуртсем пирки каларӑмӑр. Патӑрьел районӗнче нумай хваттерлӗ тӑватӑ ҫурта юсама шутлаҫҫӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ район центрӗнче вырнаҫнӑскерсем, тепри — Туҫара.
Ҫуртсене ҫӗнетме пурӗ 6,2 миллиона яхӑн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Юсавшӑн яваплисене палӑртнӑ, вӗсем кашниех ӗҫе кӳлӗннӗ ӗнтӗ. Строительсем ҫивиттине, подьезд алӑкӗсене, ҫутӑ пӑралукӗсене ылмаштараҫҫӗ, сӑрламаллине вара сӑрлӗҫ. Туҫара ӗҫ-пуҫ уйрӑмах аван пырать темелле. Унта графикпа пӑхса хӑварнинчен те ирттереҫҫӗ иккен. Юсав ӗҫӗсене подрядчиксем 2014-мӗш ҫулхи авӑн ҫурри тӗлне вӗҫлеме шантараҫҫӗ.
Сӑнсем (5)
Моряксене асӑнса Комсомольскинче палӑк уҫни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, ун пекки Патӑрьелте те пур. Халӗ, ав, Шупашкар хулинче уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Моряк пулнисем Шупашкар хулинче, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри тата Пӑрачкав районӗсенче уйрӑмах йышлӑ-мӗн.
Палӑка «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче вырнаҫтарӗҫ. Никӗсе Ҫарпа Тинӗс флочӗн кунӗнче янӑ. Ку мероприятие флот ветеранӗсемсӗр пуҫне тӳре-шара та хутшӑннӑ. Пӗрремӗш чула хума ӗнерхи моряксене тата кадет шкулӗн вӗренекенӗсене шаннӑ. Палӑка ҫитес ҫул уҫма палӑртаҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта Чӑваш Енрен тухса каякансен йышӗ пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенчинчен 13,2 процент нумайланнӑ. Ҫапла вара асӑннӑ ҫак тапхӑрта пирӗн республикӑран 7 103 ҫын урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ, ҫавсенчен 6 891-шӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаланнӑ, ыттисем чикӗ леш еннех куҫ хывнӑ.
Пирӗн пата пурӑнма вара 4 946 ҫын килнӗ иккен. Пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑрпа пӑхсан, хайхисен йышӗ 4,1 процент сахалрах-мӗн.
Килен-каян йышне районсемпе хуласем тӑрӑх танлаштарса пӑхнӑ та, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Пӑрачкав районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тӗпленме кӑмӑл тунисен йышӗ куҫса каякансенчен ытларах иккен. Патӑрьел, Канаш тата Етӗрне районӗсенчен вара каякансем унта пыракансенчен — нумайрах.
Информаци ятӗнче чӑваш терӗмӗр те, анчах килен-каян хушшинче ытти халӑх ывӑл-хӗрӗ те пулма пултарать.
Чылай чухне пирӗнтен ытларӑхӑшӗ масар ҫине Ҫимӗк умӗн кайса тирпейлет. Патӑрьел районӗнчи Тури Тӑрмӑш ялӗнче пурӑнакансем ҫӑва сӑваплӑ вырӑн тесе шухӑшланӑран ӑна кирек хӑҫан та типтерлӗ тытса тӑма ӑнтӑлаҫҫӗ. Акӑ вӗсем виҫӗм кун, ялӗпех шӑматкунлӑха тухнӑ. Ӗҫе вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗ Евгения Сергеева йӗркелесе ертсе пынӑ.
Ҫӑва ҫинчи курӑка вунӑ ҫынтан тӑракан ушкӑн тиеме хутшӑннӑ. Ҫак ял ҫыннисем Сергей Николаев тата Алексей Сахаров хӑйсен техникине — пӗри мотоблок, тепри трактор — уйӑрса пулӑшнӑ.
Сӑнсем (8)
Ку вӑл малтанласа шутланӑ тӑрӑх. Чӑваш Енре инкеклӗ лару-тӑру режимне туса хурасси пирки те ӗнер сӳтсе явнӑ. Ку ыйтӑва инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерес тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тытса тӑрас енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн ӗнерхи ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Чӑваш Енре шӑрӑха пула ял хуҫалӑх культурисен 22,8 пин гектарӗ типсе ларнӑ иккен. Ку вӑл мӗнпур лаптӑкӑн 5,2 проценчӗ пулать. Уйрӑмах шар курнисем — кӑнтӑр енчи районсем: патӑрьелсем, елчӗксем, комсомольскисем тата шӑмӑршӑсем. Патӑрьелте, сӑмахран, мӗнпур ял хуҫалӑх культурисен 23 проценчӗ типсе ларнӑ, Елчӗкре — 22 проценчӗ, Комсомольскинче — 16 проценчӗ, Шӑмӑршӑра — 13 проценчӗ.
Вӑрлӑх туса илессипе ӗҫлекен респбликӑри 24 хуҫалӑхран ҫиччӗшӗ кӑнтӑр енчисем пулнине шута илсен вӑрлӑха ҫителӗклӗ хурса хӑвараймасси те шиклентерет.
Шӑрӑх та типӗ ҫанталӑка пула шар курнине специалистсем 700 миллион тенкӗ таран пухӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Шӑрӑх тӑнӑ 2010 ҫулта тӑкак 4,8 миллиард тенкӗпе танлашнӑ иккен. Унччен вара 1981 ҫулта ҫавӑн пек типӗ те шӑрӑх пулнӑ-мӗн.
Чӑваш Енӗн ИӖМ служби ҫакӑн пек статистикӑпа пире паллаштарать. Чӑнахах та, шел пулин те «хӗрле автан» тухасси эрнесерен ҫирӗпленсе пырать республикӑра. Иртнӗ кану кунӗсенче те пушар виҫӗ хутчен тухнӑ имӗш.
Шӑматкун, утӑн 13-мӗшӗнче, Хӗрле Чутай районӗнчи Шулю ялӗн пӗр кил-ҫурт таврашӗнче пушар тухнӑ. Асӑннӑ инкек вара ҫунакан кӑмака хӗмӗнчен тухнӑ. Унтан выльӑх апатне хатӗрлемелли кивӗ сарай та хыпса илнӗ. Вутпа кӗрешекенсем пушара 20 минут хушшинче сӳнтернӗ. Анчах хуҫалӑхри сарай тӗпипех ҫунса кайнӑ.
Ҫак кунхинех Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнче 53 ҫулхи арҫынӑн кил-ҫурчӗ ҫунма тытӑннӑ. Пируса сӳнтерме манни кил хуҫине чутах пурӑнмалли ҫуртсӑр хӑварӗччӗ — пушарпа кӗрешекенсем вӑхӑтра ҫитнипе шал енӗ ҫеҫ юрӑхсӑрланнӑ. Инкек кил хуҫине 25 пин тенкӗллӗх шырлӑх кӳнӗ.
Унсӑр пуҫне кану кунӗсенче Комсомольски ҫумӗнче тепӗр пушар тухнӑ. Кунти инкек сӑлтавне вара сарайра выртакан ҫӗмрӗк скутерпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫулӑм айӗнче асӑннӑ ҫурт-йӗр тӑрри ҫунса кайнӑ.
Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Кзыл-Чишма ялӗнче пурӑнакан Гайше Идиятулловна Садретдинова 95 ҫул тултарнӑ. Вӑл кӳршӗллӗ Елчӗк районӗнчи Сӑрьелӗнче ҫуралса ӳснӗ. 19-а ҫитсен унпа Патӑрьел районӗнче пурӑнакан Фетах ятлӑ тутар каччи паллашнӑ. Кӗҫех вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑ, икӗ хӗрпе икӗ ывӑл ҫуратнӑ. Вӑрҫӑран арҫын хӑрах алӑсӑр таврӑннӑ хыҫҫӑн ӗмӗрӗпех тӑван хуҫалӑхра хуралҫӑра ӗҫлесе пурӑннӑ. 34 ҫул каялла вӑл ҫӗре кӗнӗ. Гайше аппан халӗ ывӑлӗсем те ҫук ӗнтӗ — вӗсем куҫӗсене хупнӑ. Ватӑ ҫыннӑн хальхи савӑнӑҫӗ — 6 мӑнкуӗпе мӑнукӗсен 8 ачи. Тата ватта ял ҫыннисем хисеплени савӑнтарать.
Юбилей ячӗпе ватта Раҫҫей Президенчӗн, Чӑваш Ен Элтеперӗн тата Патӑрьле район администрацийӗн пуҫлӑхӗн саламӗсене тыттарнӑ. Ӑна саламлама Патӑрьел район тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пайташӗсем пырса ҫитнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Каншел тата Упамса ялӗнче пурӑнакансем Питравра ял кунне уявлассине йӑлана тахҫанах кӗртнӗ-мӗн. Кӑҫал та вӗсем уява пухӑннӑ. Ҫуралнӑ кӗтесе ун чух ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаланнисем килсе ҫитеҫҫӗ иккен.
Вӗсенче пурӑнакансене ял кунӗпе саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, Турхан тата Первомайски ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем Александр Сымовпа Владимир Секретов. Патӑрьел район пуҫлӑхӗ, «Малалла» хуҫалӑх ертӳҫи Михаил Петров предприятире ӗҫлекен маттурсене Хисеп хучӗсемпе чысланӑ тата преми парса хавхалантарнӑ. Ялти хастарсене те уявра палӑртса хӑварнӑ. Упамсара та чыслав ирттернӗ.
Ял кунне уявланӑ вӑхӑтра спорт ӑмӑртӑвӗсем, конкурссем те йӗркеленӗ, каруҫҫелсем те ӗҫлеттернӗ. Тата епле уяв юрӑ-ташӑсӑр иртӗ-ха? Пурте пулнӑ уявра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |